Юрат мана, пăлхат чуна,
Ырату е телей парнеле мана.
Пул чун çути, савăнăç куççулĕ,
Чĕре таппи, çутă çăлтăр шевлийе.
Юрат мана çăтмахри пек.
Йăпшăн çумма юлашки пек.
Çурать чуна юрату хăвачĕ,
Çĕклет çÿле вĕри туйăм çуначĕ.
Юрат мана чун ыратсан та,
Юн вĕресе кăкăра хыпсан та.
Юрату тĕшши - ырату саламĕ,
Юрату тĕшши - чĕре суранĕ.
Юрат мана чун амансан та,
Юрат мана шăпа хирĕç пулсан та.
Çурать чуна юрату хăвачĕ,
Çĕклет çÿле вĕри туйăм çуначĕ.
Юрат мана, пăлхат чуна,
Ырату е телей парнеле мана.
Пул чун çути, савăнăç куççулĕ,
Чĕре таппи, çутă çăлтăр шевлийе.
Юрат мана çăтмахри пек.
Йăпшăн çумма юлашки пек.
Çурать чуна юрату хăвачĕ,
Çĕклет çÿле вĕри туйăм çуначĕ.
Юрат мана чун ыратсан та,
Юн вĕресе кăкăра хыпсан та.
Юрату тĕшши - ырату саламĕ,
Юрату тĕшши - чĕре суранĕ.
Юрат мана чун амансан та,
Юрат мана шăпа хирĕç пулсан та.
Çурать чуна юрату хăвачĕ,
Çĕклет çÿле вĕри туйăм çуначĕ.